РФ Патшалӑх Думи виҫҫӗмӗш вулавра Ӗҫ кодексне улшӑнусем кӗртнӗ. Ҫӗнӗлӗх ялта ӗҫлекен хӗрарӑмсене пырса тивет. Малашне вӗсен эрнере 36 сехет ҫеҫ ӗҫлеме тивӗ.
Ӗҫ укҫине вара малтанхи пекех, эрнере 40 сехет ӗҫленӗ пек, тӳлӗҫ. Кунсӑр пуҫне вӗсен ӗҫ условийӗсемпе килӗшӳллӗн ӗҫ кунне пайланӑ тӑк ытларах тӳлев илме право пур.
Документра палӑртнӑ тӑрӑх, саккун вӑя кӗрсен унччен пулнӑ ӗҫ укҫине пӗчӗклетме юрамасть.
Палӑртмалла: Чӑвашстат пӗлтернӗ тӑрӑх, 2019 ҫулхи карлачӑн 1-мӗшӗ тӗлне республикӑра 452 743 ҫын ялта пурӑнать, вӗсенчен 225 728-шӗ – хӗрарӑмсем.
Раҫҫей Патшалӑх Думи хӑш уйӑхра канни тупӑшлӑраххине уҫӑмлатнӑ.
Ӗҫ кунӗсем сахал уйӑхсенче (кӑрлач, ҫу) кансан ҫыннӑн отпуск укҫи сахал тухӗ. Вӑл вӑхӑтра ӗҫ кунӗсем хаклӑрах. Ҫав вӑхӑтрах кану кунӗсем тӑршшӗне уяв кунӗсен шучӗпе ӳстерме пулать. Кӑна кӑрлач тата ҫу уйӑхӗсем пирки калама пулать.
Отпуск укҫине канмалли кунсемшӗн тӳлӗҫ, анчах шалу илеймӗн. Уяв кунӗсем отпуска лексен вӗсене черетлӗ кану кунӗсем вӗҫленнӗ хыҫҫӑн хушса парӗҫ.
Маларах эпир уяв кунӗсенче ӗҫленӗшӗн ҫынсене унчченхинчен икӗ хут ытларах тӳлемеллине пӗлтернӗччӗ. Аса илтерер: ҫакӑн пирки Раҫҫейӗн Ӗҫ тата ӗҫлӗх федераци служби аса илтернӗ. Укҫашӑн хыпса ҫунманнисем е «кӗмӗл» ытлӑ-ҫитлисем укҫа вырӑнне канмалли кун илме пултараҫҫӗ.
Югра кӗпӗрнаттӑрӗ Наталья Комарова Раҫҫей Патшалӑх Думин Национальноҫсен ӗҫӗсен комитечӗн «Обеспечение гарантий прав, защита исконной среды обитания и традиционного образа жизни коренных малочисленных народов Севера, Сибири и Дальнего Востока» (чӑв. Ҫурҫӗрте, Ҫӗпӗрте тата Инҫет Хӗвелтухӑҫӗнче пурӑнакан сахал йышлӑ вак халӑхсен правине, вӗсем пурӑнакан вырӑнне тата йӑли-йӗркине сыхласси) «ҫавра сӗтелне» хутшӑннӑ.
Юграра вак халӑхсен: хантсен, мансисен, ненецсен — йышӗ 30 пинтен иртет. Вӗсен йӑли-йӗркине тата чӗлхине манӑҫтарас мар тесе регионта фольклор, йӑла-йӗрке, йӑлана кӗнӗ хуҫалӑхри ӗҫ-хӗл ҫинчен тӗрлӗ саккун кӑларнӑ.
Маларах асӑннӑ комитет ертӳҫи Ильдар Гильмутдинов Югра опытне ытти ҫӗрте те усӑ курмаллине палӑртнӑ.
Шупашкар юбилейӗ умӗн тӳре-шарана хула администрацийӗ тата Элтепер администрацийӗ наградӑсем панӑ. Наградӑна тивӗҫлисен списокне Шупашкар хулин депутатсен пухӑвӗ хатӗрленӗ. Унта пилӗк ҫын кӗнӗ.
Вӗсен йышӗнче – Элтепер администрацийӗн ертӳҫи Юрий Васильев, хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Алексей Ладыков, экс-мэр Николай Емельянов, экс-вице-мэр Наталия Партасова, Шупашкарти В.Чапаев ячӗллӗ производство пӗрлешӗвӗн ӗҫ тӑвакан директорӗ Михаил Резников. Вӗсене «Шупашкар умӗнчи тава тивӗҫлӗ ӗҫсемшӗн» медальпе чысланӑ.
Ҫавӑн пекех 22 ҫынна «Шупашкар 550 ҫул тултарнине асра тытса» награда панӑ. Вӗсен йышӗнче Патшалӑх Думин, ЧР Патшалӑх Канашӗн, Шупашкар хулин депутатсен пухӑвӗн депутачӗсем, министрсем, общество ӗҫченӗсем пулнӑ.
Чӑваш Республикине тӗрлӗ ҫулта ертсе пынӑ икӗ ҫынна Мускавра Раҫҫейӗн Патшалӑх Думин Хисеп паллипе чысланӑ. Ҫакӑн пирки РФ Патшалӑх Думине Чӑваш Енрен суйланнӑ депутатсенчен пӗри, Анатолий Аксаков, Фейсбукра пӗлтернӗ.
Патшалӑх Думин Экономика политикин, инноваци аталанӑвӗн тата предпринимательлӗх енӗпе ӗҫлекен комитечӗн, ҫавӑн пекех финанс рынокӗн комитечӗн ертӳҫи ҫырнӑ тӑрӑх, Хисеп паллипе Александр Петрович Петрова тата Николай Васильевич Федорова чысланӑ.
Николай Федоров Чӑваш Енӗн пӗрремӗш президенчӗ пулнипе асра юлчӗ. Александр Петрова 1988 ҫулхи юпа уйӑхӗнче Чӑваш обкомӗн пӗрремӗш секретарьне суйланӑ. Вӑл 1933 ҫулхи раштав уйӑхӗн 13-мӗшӗнче Муркаш районӗнчи Кӗртекасси ялӗнче ҫуралнӑ. Истори аслӑхӗсен кандидачӗ.
РФ Патшалӑх Думи виҫҫӗмӗш вулавра ҫӗнӗ саккун йышӑннӑ. Вӑл ачасемшӗн сиенлӗ информаци сарма юраманнипе ҫыхӑннӑ. Малашне кинотеатрсене паспортпа ҫеҫ кӗртме тытӑнӗҫ.
Саккунпа килӗшӳллӗн, кинотеатр кассинче билет туянаканран паспорт ыйтма тытӑнӗҫ. Ку йӗркене «18+» категорири фильмсене курма пынӑ чухне ҫеҫ пӑхӑнмалла. Вулавӑшсем ирттерекен мероприятисене тата вӗсем саракан пичет продукцине те пырса тивет ку.
Фильм трейлерӗсене («18 ҫулччен» палӑртнисене) кӑтартнӑ чухне те ҫӗнӗ саккуна пӑхӑнмалла пулӗ. Вӗсенче ачасен хушшинче сарма юраман информациллӗ фрагментсемпе усӑ курма юрамӗ.
2018 ҫулта тата ун хыҫҫӑн ҫуралнӑ пӗрремӗш ачашӑн пособи пама пуҫланӑ. Анчах ӑна пурте тивӗҫеймеҫҫӗ. Пособие ҫемье тупӑшӗ пурӑнмалли виҫерен 1,5 хут нумайрах пулмасан кӑна параҫҫӗ.
2020 ҫултанпа вара кӑштах улшӑнусем кӗртӗҫ. Ҫитес ҫултан асӑннӑ виҫӗ 2 хут нумайрах пулмалла мар. Эппин, пӗрремӗш ачашӑн паракан пособие ытларах ҫемье илсе тӑрӗ. Кун пирки РФ премьер-министрӗ Дмитрий Медведев Патшалӑх Думин депутачӗсен умӗнче правительство ӗҫӗ пирки отчет тунӑ чухне пӗлтернӗ.
«Пӗлтӗртенпе эпир пӗрремӗш ача ҫуралнӑ ҫемьесене пулӑшатпӑр. Сӑмах тупӑш пурӑнмалли виҫерен 1,5 хут нумайрах маррисем пирки пырать. 2020 ҫултанпа ҫак виҫе 2 хутран ытларах мар пулсан пособи пама пуҫлӗҫ», — тенӗ Дмитрий Медведев.
ТАСС пӗлтернӗ тӑрӑх, Чӑваш Енре ҫӳп-ҫап илсе тухнӑшӑн тӳлемелли хака пӗчӗклетме пултараҫҫӗ. Кун пирки Патшалӑх Думин экологи тата тавралӑха сыхлас енӗпе ӗҫлекен комитетӑн Председателӗ Владимир Бурматов каланӑ.
Депутатсем Тӗп прокуратурӑна тарифсене тӗрӗслеме сӗннӗ. Шӑпах ҫакӑн хыҫҫӑн хӑш-пӗр регионта ҫӳп-ҫап илсе тухнӑшӑн тӳлемелли хака пӗчӗклетме пултарӗҫ.
«Протокол порученине пурнӑҫланипе килӗшӳллӗн эпир тӗп прокуратурӑна ыйтупа тухрӑмӑр. Вӑл питӗ лайӑх ӗҫлерӗ, тӗрӗслевсем ирттерчӗ, хӑш-пӗр регионта йӗркене пӑсни тупӑннӑ», - пӗлтернӗ Владимир Бурматов. Тарифсене йӗркеленӗ чухне йӗркене пӑсни ҫак регионсенче палӑрнӑ: Чӑваш Ен, Мӑкшӑ Республики, Якути, Тутарстан, Алтай, Перьм, Приморье крайӗсем, Иркутск, Пенза тата Сарӑту облаҫӗсем.
Тарифсене вӑтамран 14,5 процент чакарма шантарнӑ.
Пушӑн 25-мӗшӗнче «Тӗрӗслӗхшӗн Раҫҫей» партин Чӑваш Енри уйрӑмӗн канашӗн председателӗ, РФ Патшалӑх Думин депутачӗ Олег Николаев йышӑну кунӗ ирттернӗ.
Пулӑшу ыйтма хирӗҫтӑрусене хутшӑннӑ ветерансем те ҫитнӗ. Юрий Петров тата Владимир Осипов тӳре-шара саккунра палӑртнӑ ҫӑмӑллӑхсемпе тивӗҫтерменни пирки каласа кӑтартнӑ. Елизавета Валентиновӑн вара ашшӗ Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫинче пуҫ хунӑ. Анчах тӑванӗсем ӑна Хӗрлӗ Ҫӑлтӑр орденӗпе чыслани пирки темиҫе ҫултан ҫеҫ пӗлнӗ. Хӗрне удостоврение панӑ-ха, анчах орденӗ ҫук.
Татьяна Хлебникова тивӗҫлӗ канӑва тухиччен правительство органӗсенче ӗҫленӗ. Хӗрарӑм «Сфера» управляющи компанийӗ панкрута тухнин механизмӗ, вӑл пӑхса тӑнӑ нумай хваттерлӗ ҫуртсене «Горизонта» пани ҫинчен каласа кӑтартнӑ.
Лидия Грачева вара лайӑхах мар лару-тӑрӑва кӗрсе ӳкнӗ. Вӑл «Союз-Инвест» финанс пирамидин ертӳҫи тӗлӗшпе пуҫарнӑ пуҫиле ӗҫшӗн айӑпланнӑ. Тӗмерен тухсан, суд йышӑнӑвӗпе килӗшӳллӗн, унӑн пенсийӗнчен компани клиенчӗсем валли укҫа тытса юлма пуҫланӑ.
Олег Николаев кашни ҫыннах тулли хурав пама тӑрӑшнӑ, вӗсен ыйтӑвӗсен тӗлӗшпе вара депутат запросӗсем янӑ.
35 ҫултан ҫамрӑкрах тухтӑрсене, хула поликлиникисене е пӗтӗмӗшле практика тухтӑрӗсен офисӗсене ӗҫлеме килнӗскерсене, компенсаци парӗҫ. 200 пин тенке илес тесен вӗсен хӑйсен участокӗнче пӗр ҫул ӗҫлемелле.
Халӗ ҫӑмрӑк тухтӑрсем аслисен поликлиникисенче те, ачасен пульницисенче те кирлӗ. Ҫамрӑк специалистсем компенсацие кирек мӗнле тӗллевпе те тӑкаклама пултараҫҫӗ: счет ҫине хума та, вӗренӳшӗн тӳлеме те май пур. Ҫапах чылайӑшӗ 200 пин тенке пурӑнмалли ҫурт-йӗр условийӗсене лайахлатма ярать.
Аса илтерер: нумаях пулмасть РФ Президенчӗ Патшалӑх Думине янӑ Ҫырура ялсенчи шкулсене ӗҫлеме килекен вӗрентекенсене те 1 миллион тенкӗпе хавхалантармалли пирки каланӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.11.2024 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 748 - 750 мм, 5 - 7 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 7-9 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Левитская Лия Сергеевна, чӑваш чӗлхин тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |